Лукоянов Геральд Васильевич
Википедири материал
Лукоянов Геральд Васильевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, шкул учебникĕсен авторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1935 çулхи çурла уйăхĕн 16 Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Мăн Хураçка ялĕнче çуралнă. 2001 çулхи пуш уйăхĕн 22 Шупашкар хулинче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1957 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕнчен вĕренсе тухнă, 1969-1972 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. 1973 çулта «Марийские заимствования в чувашском языке» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
Хăйĕн тĕпчевĕнче Геральд Лукоянов мари чĕлхинчен йышăннă сăмахсене — пĕтĕм халăх усă кураканнисене те, вырăнти калаçусенче тĕл пулаканнисене те — тĕплĕ тишкерсе тухнă, вĕсен семантикипе фонетика улшăнăвĕсене çырса кăтартнă.
Лукоянов чăваш чĕлхипе литературине пуçламăш тата вăтам шкулсенче вĕрентмелли нумай учебник авторĕ. Унăн хăш-пĕр учебникĕсем 10 хут ытла пичетленсе тухнă, вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 1 миллионтан иртнĕ. Учебниксемпе ĕçлемелли методика кăтартăвĕсене те çырнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Чăваш чĕлхи. Виççĕмĕш класра вĕренмелли кĕнеке. Шупашкар, 1972;
- «Чăваш чĕлхи» кĕнекепе ĕçлемелли кăтартусем. 3-мĕш класс. Шупашкар, 1972;
- Марийские заимствования в чувашском языке. Шупашкар, 1974;
- Тăван литература. 4-мĕш класс валли. Шупашкар, 1980 (И.И.Одюковпа пĕрле);
- Чувашский язык. Учебное пособие для студентов, изучающих чувашский язык. Ч., 1991 (Л.П.Сергсевпа пĕрле).
- Шевле. Хушма вулав кĕнеки. II класс. Шупашкар, 1993 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Тăван литература. V класс валли. Шупашкар, 1998 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Чăваш чĕлхи. IV класс. Шупашкар, 2000 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Çеçпĕл. Хушма вулав кĕнеки. I класс. Шупашкар, 2001 (ытти авторсемпе пĕрле).