Луч Григорий Васильевич
Википедири материал
Луч Григорий Васильевич (чăн хушамачĕ Васильев), — прозаик. 1931 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралнă. 1998 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1970 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шăхасан вăтам шкулĕнче, партин Ленинградри аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Шăхасан район хаçачĕн редакциĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçат редакторĕн çумĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн çырусен уйрăмĕн заведующийĕ, парти обкомĕн пичет секторĕн заведующийĕ, «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕ, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пропоганда бюровĕн ертӳçи пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Очерксем, калавсем, повеçсем çырнă. Кулăшлисем чылай: «Ӳркенмен кахал», «Арăслан», «Кĕтӳç шăхличĕ», тата ыттисем те.
Кĕнекисем: