Мăн Выла
Википедири материал
Мăн Выла — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи чиркӳллĕ ял, Мăн Выла ял тăрăхĕн тĕпĕ.
[тӳрлет] Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Мăн Выла Выла шывĕ çумĕнче вырнаçнă. Салара 626 çын (2006) пурăнать. Ялта пилĕк урам: Ленин, Çырма енчи, Совет, Кооператив, Калинин урамĕсем.
[тӳрлет] Истори
1917 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Пугачев палхавĕ Элĕк районĕ урлă иртсе кайнă. Емельян Пугачев Мăн Вылара чарăнса тăнă. Чиркӳре ĕçлекенсене хытă хĕстернĕ, çемçен каласан. 100 казака арьергардра кунтах хăварнă. Патша çарĕсем кунта çитсен, çапăçу пулса иртнĕ: 50 казакĕ çапăçса вилнĕ, ыттисем ял çыннисем хушшинче саланса пытаннă. Вара çăлăнса юлнисем çакăнтах юлнă, кунтах хăйсен кил-йышне йĕркеленĕ.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Алексеева Мария Хрисанфовна — Раççей Федерацин тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Смирнова Галина Ивановна — Чăваш Енĕн халăх артисчĕ.
- Семёнов Василий Семёнович — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.
- Семёнов Виктор Семёнович — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.
- Семёнов Геннадий Семёнович — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.