Мăн Элмен
Википедири материал
Мăн Элмен, — Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи ял. Ял Мăн Çавал хĕрринче ларать. 1927 çулчен Мăнъял-Элмен ятлă пулнă.
[тӳрлет] Истори
Малтан Етĕрне уесĕн Ассакасси вулăсне кĕнĕ. 1925 çулхи юпа уйăхĕн 28 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Кĕçĕн Явăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Калинин районне кĕнĕ. 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет.