Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович
Википедири материал
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, — драматург. 1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă. Арăмĕ — Тани Юн.
1934 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1933 çулта Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ ятне тивĕçнĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Ленин орденне, Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Иоаким Степанович чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенсенчен пĕри.
1918-1919 çулсенче Хусанта, 1920 çулта Шупашкарта пĕрремĕш спектакльсене лартнă. 1926-1932 çулсенче 7 илемлĕ тата документлă картина ӳкернĕ. 1932 çултанпа вăл каллех Чăваш патшалăх академи театрĕн ертӳçи вырăнне йышăнма пуçланă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Иоаким Степанович çак пьесăсене çырнă: «Хум» (1924), «Сатурпа Илем» (1933), «Атăл кĕввисем» (1933), «К. Иванов» (1950), «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» (1950), «Урнă самана» (1958).
Унăн пурĕ 10 кĕнеке ытла тухнă.