Митта Ваçлейĕ
Википедири материал
Митта Ваçлейĕ (чăн ячĕ Митта Василий Егорович), — чăваш сăвăçи. 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăй тăван ялĕнче вилнĕ.
1934 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă.
Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта, радиора ĕçленĕ.
Вĕрентекен, Шупашкарта район хаçăчĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă.
1937 çулта айăпсăр айăпланă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă.
1955-1957 – литконсультант, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1924 çултан пичетленнĕ, Çеçпĕл Мишшин чăваш сăвви реформине малалла тăснă. Хайлавĕсен тĕп теми — тăван çĕр-шыв çĕнелни. 1930-мĕш çулсенчен пуçласа хайлавĕсем публицистика енне туртăнни, Маяковски витĕмне курни палăрать. 1950-мĕш çулсенчи сăввисем философилле. «Тайăр» поэмăра Чăваш поэчĕ Тайăр Тиммкин кун-çулĕ, шăпине çырса кăтартнă. А. Пушкин, М. Горкий, С. Есенин, Л. Кассиль, Н. Островский, А. Кунанбаев, М. Джалиль ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
[тӳрлет] Каçăсем
- Youtube.com'ра вырнăçтарнă Арсений Тарасов ӳкернĕ "Ваçлей Митта" фильмĕн сыпăкĕ.