Михайлов Спиридон Михайлович
Википедири материал
Михайлов Спиридон Михайлович, — пĕрремĕш чăваш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă. 1821 çулхи раштавăн 16 Чикме уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. 1861 çулхи кăрлачăн 15 Чикме хулинче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ачаллах вăл Чикме хулинчи пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вунтăватă çула çитсен Чикмери судра малтан çыруçă çумми, кайран çырусă пулса ĕçлеме пуçланă. Пыра-киле Янтуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорист пулса тăнă.
1854 çултанпа Раççейĕн географи обществи (РГО) членĕ-сотрудникĕ шутне илнĕ. 1859 çулта вăл перлешĕвĕн кĕмĕл медальне тивĕçлĕ пулнă.
Çыравçă ĕçĕпе ĕçленĕ, 1842 çултанпа юлашки кунĕсемченех Чикмери замской сучĕнче куçаруçă пулса ĕçленĕ. Судра вăл чăваш чĕлхинчен куçарнă, письмоводитель пулнă.
1852 çултанпа этнографи, истори, географи тата статистика тĕлĕшĕнчен статьясемпе заметкăсем çырма пуçланă. Вĕсенче вăл ытларах енĕпе вирьял чăвашĕсен, туçи марисен тата Чикмепе Шупашкар уесĕсен вырăсĕсене сăнласа кăтартнă. Сăкăт, Пипарс, Ишек (паттăр) тата ытти чăваш паттăрĕсем çинчен чылай хайлавсем пуçтарнă, пичетлесе кăларнă.
«Историко-этнографический очерк быта чуваш» пĕтĕмлетнĕ ĕçне çухатнă. Унта çырни хирĕçӳллĕ пулнă, ытларах енĕпе христиан тĕнне хисеплесе, çав енченех культура çитĕнĕвне, хута вĕрентессине пысăклатма майсем çукрах тесе çырнă.
С.М.Михайлов-Янтуш çармăссем çинчен те нумай çырнă, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ăна хăйсен çыравçĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- «Чăваш кĕвви-çемми çинчен»
- «Чăваш туйĕсем»
- «Чăваш юррисемпе каларăшсем»
- «Сĕнтĕр тăвĕ»
- «Хура элчеллĕ ывăл»
- «Чее кушак»
- «Çĕр каçма чарăнсан калаçни»
[тӳрлет] Литература
- С.М.Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель. Статьясен пуххи. Ч., 1973.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.