Мичиган (кӳлĕ)
Википедири материал
Мичиган (акăлч. Lake Michigan) — АПШ-ра вырнаçнă кӳлĕ, Çурçĕр Америкăри Мăн кӳлĕсен шутĕнче пулать.
[тӳрлет] Географи
Мичиган Çӳлти кӳлĕрен кăнтăралларах, Гурон кӳллипе Макино пырĕпе, Миссисипи юханшывĕпе — Чикаго — Локпорт каналĕпе çыхăнать. Гидрографи енчен пăхсан, Мичиганпа Гурон пĕрлĕхлĕ пулаççĕ, анчах та географи енĕпе вĕсене уйăрса палăртаççĕ.
Мичиганăн шыв-çĕр лаптăкĕ — 57 750 çм2 яхăн (Мăн кӳлĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта), тăршшĕ 500 çухрăма яхăн, анлăшĕ — 190 çм. Тинĕс шайĕнчен — 177 м çӳллĕшĕнче (Гурон кӳлли пекех), тарăнăшĕ 281 м çитет. Çулта тăватă уйăхлăх пăрпа витĕнет. Утравĕсем — Бивер, Çурçĕр Маниту, Кăнтăр Маниту.
Кӳлĕ çумĕнче Мичиган, Индиана, Иллинойс тата Висконсин штачĕсен çĕрĕсем тухаççĕ. Мичиган çумĕнчи пысăк хуласем: Чикаго, Эванстон тата Хайланд-Парк (Иллинойс), Милуоки тата Грин-Бей (Висконсин), Гэри тата Хэммонд (Индиана).
[тӳрлет] Истори
Кӳлĕ ячĕ mishigami сăмахран килет, вăл оджибва инди йăхĕн чĕлхипе «пысăк шыв» тени пулать. Кӳлĕ çине пĕрремĕш европеец — француз Жан Николе — 1634 çулта пырса çитнĕ.