Гурон (кӳлĕ)
Википедири материал
Гурон (акăлч. Lake Huron) — АПШ-па Канадăри Мăн кӳлĕсем шутне кĕрекен кӳлĕ.
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Мичиган кӳлĕрен тухăç енне вырнаçнă, унпа Макинак пырĕпе çыхăннă. Гидрографи енĕпе Мичиганпа Гурон пĕрлĕхлĕ пулсан та, географи енĕпе уйрăмлă шутланаççĕ. Гуронăн шыв лаптăкĕ — 59,6 пин çм² яхăн (Аслă кӳлĕсенчен — иккĕмĕш). Тинĕс шайĕнчен 176 м çӳллĕшĕнче (Мичиганăн пекех), тарăнăшĕ — 229 м. Кӳлĕ патне Мичиган (АПШ штачĕ) тата Онтарио (Канада провинцийĕ) тухаççĕ. Гуронăн паллă порчĕсем — Сагино, Бей-Сити, Алпина (АПШ) тата Сарниа (Канада). Кӳлĕ ятне французсем уса кĕртнĕ, вăл гурон инди йăхĕнчен пулать.