Мордва чĕлхисем
Википедири материал
Мордва чĕлхисем — Мордва республикинчи финн-угр йышне кĕрекен ирçĕпе мăкшă чĕлхисем. Нумай пĕрпеклĕх пулсан та иккĕшĕ ирĕклĕ чĕлхесем.
Мордва республикисĕр пуçне ирçĕпе мăкшă чĕлхеллĕ çынсем Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăртстанра, тата Чулхула, Оренбург, Пенза, Рязань, Самар, Саратов, Тамбовпа Чĕмпĕр облаçĕсенче пурăнаççĕ.
Мордва республикинче ирçĕпе мăкшă чĕлхисем вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхесем.
Мордва чĕлхисемпе калаçакан халăхсем ирçĕсем, мăкшăсем, шăкшăсем, терюхансем, каратайсем. Пурне те мордва тенĕччĕ. Çавна кура Мордва республикинче пĕр мордва чĕлхи пур йăнăшлăн тесе калани тăтăшах илтĕнет.
2002 çулхи Раççей халăх переписĕнче 614 260 çын «мордва» е «ирçĕ-мордва» е «мăкшă-мордва» чĕлхипе калаçма пĕлетĕп тенĕччĕ.
Финн-угр чĕлхисем | |||
Угр | венгр | ханты | манси | ||
пермь | коми | коми-пермь | удмурт | ||
атăлçи финн | çармăс | ирçĕ | мăкшă | меря† | мещер† | муром† | ||
саами | аккала саами† | инари саами | кеми саами† | килдин саами | луле саами | çурçĕр саами | пите саами | скольт саами | кăнтăр саами | тер саами | уме саами | ||
балтика-финн | эстони | финн | ингр | карели | квен | лив | люд | меянкиели | кăнтăр эстони | вепс | водь | выро † — çухалнă чĕлхесем |