Финн чĕлхи
Википедири материал
Финн чěлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кěрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тěп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.
Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшěнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чěлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.
ISO 639 стандартĕнче ку чěлхен кочěсем: fi, fin.
[тӳрлет] Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕ
Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,
- ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать.
- Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чĕр чун таврашĕн ыйтăвĕ - мĕн.
- Сайра-хутра пĕр пек сăмах тĕл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй, "pirtti" [пиртти] пӳрт т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çармăс витěмěпе пулăннă пěр пеклěх.
- Сăмахăн пĕрремĕш сасă хупă пулсан, янравлă пулаймасть: panki банк (чăвашсем те "панк" теççĕ).
- Иккĕшĕн ф сасси çукччĕ. ун вырăнне халăх в каланă.
[тӳрлет] Тĕпчекенсем
Чăваш чěлхине тěпченě тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чěлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ю. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем
[тӳрлет] Финла-чăвашла сăмахсар
2007 çулта Турку хулинче финла-чăвашла сăмахсар (Tshuvassilais-suomalainen sanakirja)тухрĕ. [1] [2]Авторĕсем: Арто Мойсио (Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн пуçлăхĕ), Йорма Луутонен (Атăлçи чĕлхисене тĕпчевçи), Эдуард Фомин (ЧПУн чăваш чĕлхин кафедринчи вĕрентекенĕ). Сăмахсарта 8 пин чи кирлĕ сăмах. Хатĕрленĕ май, Г.А. Дегтярев, М.И. Скворцов, А.А. Алексеев, И.П. Павлов ĕçĕсене усă курнă.
Финн-угр чĕлхисем | |||
Угр | венгр | ханты | манси | ||
пермь | коми | коми-пермь | удмурт | ||
атăлçи финн | çармăс | ирçĕ | мăкшă | меря† | мещер† | муром† | ||
саами | аккала саами† | инари саами | кеми саами† | килдин саами | луле саами | çурçĕр саами | пите саами | скольт саами | кăнтăр саами | тер саами | уме саами | ||
балтика-финн | эстони | финн | ингр | карели | квен | лив | люд | меянкиели | кăнтăр эстони | вепс | водь | выро † — çухалнă чĕлхесем |