Октябрьски
Википедири материал
Октябрьски, — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял. 1920 çулччен Çĕн Тукай ятлă пулнă. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕччен Ĕсмел ятлă пулнă. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен Октябрьски районĕн центрĕ пулнă.
[тӳрлет] Истори
Ĕсмел ялĕ малтан Шупашкар уесĕн Воскресенски вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн ял Сĕнтĕрвăрри районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче ялăн ятне улăштарса çĕнĕ района туса хунă хыççăн вăл Октябрьски районне кĕрсе унăн центрĕ пулса тăнă. Октябрьски районне пĕтернĕ хыççăн ял Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Çĕрпӳ районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Канаш Альберт Георгиевич, сăвăç.