Онтарио (кӳлĕ)
Википедири материал
Онтарио (акăлч. Ontario) — АПШ-па Канадăра вырнаçнă кӳлĕ.
[тӳрлет] Географи
Аслă кӳлĕсенчен чи аялти пулать. Шыв лаптăкĕ — 19,5 пин çм², тарăнăшĕ — 237 м. Кӳлĕне Ниагара шывĕ юхса кĕрет, хăйĕнчен Тс. Лавренти шывĕ юхса тухать. Пăрахут çӳрекен каналпа Онтарио Эри кӳлĕпе тата Гудзонпа çыхăнать. Кӳлĕ хĕрринчи пысăк портсем — Торонто, Гамильтон тата Кингстон (Канада), Рочестер (АПШ). Онтарио тăрăх парахутсем ярăнаççĕ.