Оринов Вячеслав Николаевич
Википедири материал
Оринов Вячеслав Николаевич, — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ. Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сĕренкасси ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Мускаври А. Луначарский ячĕллĕ театр институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халăхсен туслăхĕ орденлĕ Чăваш çамрăкĕсен патшалăх театрĕн илемлĕх ертӳçинче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра чăваш центрĕнче вăй хурать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
50 яхăн спектакль лартнă, вĕсен шутĕнче: «Аслă ывăл», «Çурçĕр хыççăнхи апатлану», «Парнесĕр хĕр», «Вăрланă телей», «Шуйттан чури», «Пирĕн телей çавнашкал», «Урасмет» т. ыт. те.