Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕ
Википедири материал
Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă район. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç еннеле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сĕве юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, хĕвелтухăç енче — Элĕк районĕ, кăнтăр енче Çĕмĕрле районĕ вырнаçнă.
Район администрациĕ Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă. Районĕн периодикăллă кăларăмĕ Пирĕн пурнăç ятлă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Район чăваш плато тăрахĕнче вырнаçнă. Район варрипе çурçĕн енĕнче пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.
Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч кăларма юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.
Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7°C. Чи сивĕ температурăна кунта -44°C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм юр-çумăр çăвать.
Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, ильм тĕл пулать.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Важоров Валерий Афанасьевич, флейтист, дирижёр, вĕрентекен, профессор.
- Данилов Анатолий Васильевич, ӳнерçĕ.
- Дмитриева Юлия Александровна, хор дирижёрĕ.
- Караттай Иван Михайлович, чăваш сăвăç.
- Лебедев Василий Иванович, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Логинов Алексей Романович, Совет Союзăн Паттăрĕ.
- Некей (Михаил Иванов), чăваш халăх кĕрешӳçи.
- Оринов Вячеслав Николаевич, театр режиссёрĕ.
- Сандомирова Венера Николаевна, ӳнерçĕ.
- Элле Николай Алексеевич, Чăваш Енре театрсене йĕркелекенĕ.
- Ялкир Пётр Алексеевич, сăвăç, тăлмач, журналист.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăрьел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |