Орлов Пётр Иванович
Википедири материал
Орлов Пётр Иванович (чăн хушамачĕ Иванов), — чăваш сăвăçи, халăх пултарулăхне пухакан, Н.И. Ашмарин корреспонденчĕ. 1880 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районне кĕрекен Уравăш ялĕнче çуралнă. 1959 çулта вăл ялтах çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Малтан Элĕкри икĕ класла шкулта вĕреннĕ. Кайран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пелĕвне ӳстернĕ. Тутарстанăн Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнчи ачасене вĕрентнĕ.
Халăх тăшманĕ ятне илнĕ, 1953 çулта вара таса ятне тавăрнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пётр Иванович сăвăсем, такмаксем, «Уравăш» поэмăна çырнă. Октябрь революцийĕ хыççăн чăваш ачисене пуçламăш классенче вырăс чĕлхине вĕрентмелли вĕренӳ кĕнекисене те çырнă.