Патирек
Википедири материал
Патирек, — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял.
[тӳрлет] Истори
1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мишер Патирекпе Чăваш Патиреке пĕрлештерсе туса хунă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 29 вăл ялсем Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсěнче шутланнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн икĕ ялĕ те Шăмăршă районне кĕнĕ. 1929 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Мишер Патирек ялĕ Шăнкăртан районне, каярахпа, 1939 çулхи нарăçăн 22-мĕшĕ хыççăн, каллех Шăмăршă районне кĕнĕ.
1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн пĕрлешнĕ ял Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.