Петров Константин Константинович
Википедири материал
Петров Константин Константинович, — чăваш çыравçи, филологи ăçлăлăхĕсен кандидачĕ. 1924 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пимĕрçел ялĕнче çуралнă.
1976 çултанпа СССР ÇП членĕ. Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994).
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чĕмпĕрти Чăваш педагогика училищинче, ЦК КПСС çумĕнчи Аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ.
1942-1945 çулсенче хĕсметре пулнă. Чылай вăхăт Хусанта чăвашла тухса тăнă «Хĕрлĕ Ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Çав хушăрах аслă пĕлӳ илнĕ. 1963-1990 çулсенче Хусанта тата Шупашкарта университетсенче журналистика ăсталăхĕсене вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Литература ĕçĕсене вăрçăчченех тытăннă.
Кĕнекисем: