Петров Леонид Порфирьевич
Википедири материал
Петров Леонид Порфирьевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ, чăваш филологийĕпе культура факультетăн декан çумĕ. 1957 çулхи ака уйăхĕн 19 Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Тулти Пăртас ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1980 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетăн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, хыççăн ЧНТИре ĕçлеме тытăннă, чăваш чĕлхин историне тишкернĕ, унăн малтанхи статьисем те историллĕ лексикăн, чăваш ономастикин ыйтăвĕсемпех çыхăннă.
1989—1993 çулсенче Леонид Петров ЧПУ çумĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. 1996 çулта «Чăваш чĕлхинчи кайăк ячĕсен пулăвĕпе аталану çул-йĕрĕ» темăпа кандидат диссердацине хӳтĕленĕ. 1990 çулта университета ĕçлеме куçнă.
Леонид Петров чăваш чĕлхин историйĕпе, ономастикăпа диалектологи тата этимологи ыйтăвĕсемпе вăтăра яхăн статья çырнă.