Писер выççăлки
Википедири материал
Писер выççăлки, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.
Вăрман çумĕнче вырнаçнă. Выççăлкăра 53 çын (2006) пурăнать. Пĕр урам — Шоссе урамĕ.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Выçăлккă коллективизаци тапхăрĕнче йĕркеленнĕ. "Хурăн çул" хуçалăх 1928 çулта чăмăртаннă. Выçăлккăна Макаркино ялĕнчен (халĕ Ярхуньушкăнь ял шутне кĕрет) куçса ларнă. Хутсем çине ял 1930 çултанпа çырăннă.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.