Пласкин Геннадий Александрович
Википедири материал
Пласкин Геннадий Александрович, — чăваш драматургĕ, çыравçи. 1922 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă. 2001 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
1987 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса ĕçленĕ. Элĕк район хаçатĕнче те вăй хунă — литература ĕçченĕ пулса ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Геннадий Александрович çак пьесăсене çырнă: Шурă хурăн айĕнче, Семафор уçă Сиваш хумĕсем. 1986 çулта «Çавраçил» ятпа уйрăм кĕнекепе вăл çырнă очеркĕсем, калавĕсем тата романĕ пичетленсе тухнă.