Пржевальский Николай Михайлович
Википедири материал
Пржевальский Николай Михайлович, — Раççейĕн çулçӳревçи, Тĕп Азине тĕпчекенĕ. 1839 çулхи ака уйăхĕн 12 (ç.с.) Смоленск кĕперниĕн (халĕ Смоленск облаçĕн Починково районĕ) Киборы ялĕнче çуралнă. 1888 çулхи чӳкĕн 1 Каракол (халĕ Пржевальск) хулинче вилнĕ.
1864 çулта Вырăс георграфи перлешĕвĕн членĕ шутне кĕртнĕ. Пржевальский ĕçĕ сумлă пулнипе Вырăс георграфи перлешĕвĕ ун ячĕпе преми пуçарса янă. 1946 çулта Пржевальский ячĕллĕ ылтăн медаль пуçарнă.
Пржевальский ячĕллĕ хула, Куньлунь системинчи хребет, Алтайри хребет, тата ытти географи объекчĕсем пур. Çавăн пекех ун ячĕллĕ кайăксем тата ӳсен-тăрансем пур.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Николай Пржевальский пĕчĕк помещик çемьинче çуралнă. 1855 çулта Смоленскри гимназине вĕренсе пĕтернĕ хыççан çара кайнă. 1856 çулта ăна офицер шайне хăпартнă.
[тӳрлет] Çулçӳревĕсем
- 1867-1869 — Уссури Енне кайса килнĕ.
- 1870-1873 — Монголине, Китая тата Тибета çитсе килнĕ.
- 1876-1877 — Тĕп Азинчи иккĕмĕш экспедициĕ. Лобнор тата Джунгар облаçĕсене кайса килне.
- 1879-1880 — Тĕп Азинчи виççĕмĕш экспедициĕ, е Пĕрремĕш Тибет экспедициĕ.
- 1883-1885 — Тĕп Азинчи тăваттăмĕш экспедициĕ, е Иккĕмĕш Тибет экспедициĕ. Ку çулçӳревре ăна В. И. Роборовский тата П. К. Козлов пулăшнă.