Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ
Википедири материал
Пелепей районĕ — Пушкăрт Республикин кăнтăр-анăçĕнче, ытларах çӳллĕ çĕкленнĕ Пăкăльма-Пелепей возвышенности вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Çĕр лаптăкĕ 1869 тв.çм.
Тупмалли |
[тӳрлет] Географи
Район тĕпĕ — Пелепей хули, Ĕпхӳне çитме 180 çм. Ял çыннисен шучĕ (1995) 17,1 пинĕ çын. Районта 106 ял-хула вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăхĕ
Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 9 çын/тв.çм. Район çĕрĕсенче хула евĕрлĕ посёлок Аксаково (2,9 пин çын) шутланать. Кунта вырăссем, тутарсем тата чăвашсем чылаййăн пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Çутçанталăкĕ
Ик юханшыв (юпписем Уçен, Ря), Дёма (юпписем Менеуз, Слак, Курсак) тата Белая (юппи Чермасан). Çĕр айĕнче кунта нефть (Пелепей, Уçен-Йăван, Илькино, Елизавета упранăвĕсем), известняксем (Хĕрлĕ-Шуçăм, Тухушши упранăвĕсем), хăйăр (Алексеево, Сысуево, Пелепей упранăвĕсем), хăйăрлă-грави хутăшĕ (Тузлукушево упранăвĕ), кирпĕч тăмми (Пелепей упранăвĕ) пур. Кунта тĕксĕм тата хура-тĕксĕм вăрман тăприллĕ çĕрсем, йӳçĕ мар, карбонатлă тата пĕрпеклĕ хура çĕрĕсем. Районăн 39% лаптăкне клен, çăка, юман, хурăн, осина вăрманĕсем хупланă, тата хушăран хырсем те пур. Пелепей тата Уçен-Йăван вăрманхуçалăхĕсенче горицвет çурхи ту чечекĕн, çу ландышĕн тата ботаника палăкĕсен (300-çулхи тата 90-125-çулхи хырĕсен) çутçанталăк управĕсене йĕркеленĕ. Ялхуçалăх енĕпе район хуçалăхĕсем тырă çитĕнтерессипе, çу-сĕт тата аш-какай выльăх-чĕрлĕхĕ, сысна, кайăк-кăвакал ĕрчетессипе палăраççĕ.
[тӳрлет] Транспорт
Район урлă чукун Самара- Ĕпхӳ -Челябинск тата Аксаково-Туймаçи автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
[тӳрлет] Çутĕç
Ялсенче 36 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул пур, вăл шутра вăтам шкулсен шучĕ 15; 24 вулавăш, 42 культура керменĕ, 3 пульница. Чăвашла тухакан Урал сасси хаçат пур.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Иванов Константин Васильевич, — чăваш халăх сăвăçи, тăлмачĕ.