Пушкăрт Республикин Салават районĕ
Википедири материал
Салават районĕ — Пушкăрт Республикин çурçĕр-тухăçĕнчи районĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Географи
Кăнтăрта Челябинск облаçĕпе чикĕленет. Района 1935 çулта никĕсленĕ. Лаптăкĕ 2182 тв. çм. Район тĕпĕ — Малояз сали, Ĕпхӳне çитме 83 çухрăм.
[тӳрлет] Халăхĕ
1995 çулта 27,3 пинĕ çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ 12 çын 1 тв. çм, ялсенче — 11 çын/тв.çм. Районта 62 ял-поселок. Пушкăртсем, тутарсем, вырăссем чылаййăн пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Çутçанталăкĕ
Çĕрĕсен нумай пайĕ Юрюзань тата Ай шыв уйрăлăвĕнче вырнаçнă. Кăнтăр-тухăç енче Уралăн анăç айăккинчи ту мал çурăмĕсем (Сулей, Башташ) пуçланаççĕ. Кăнтăр-анăçра Хура ту çурăмĕ тапранса каять, çурçĕр-анăçра — Ĕпхӳ плато. Çӳллĕшĕ 370 м. Çутçанталăк палăкĕсем — Янгантау, Куселяр сероводород çăлкуçĕ, Кургазак çăлкуçĕ, Лаклин пещера. Боксит (Çĕнĕ, Айск), известняк (Мурсалимкин, Чебаркуль, Язги-Юрт), цемент тăмĕ (Çырла), хăйăр-отощитель (Лагеров), хайăр-грави хутăшĕ (Ялан-Куль), агрономи руди (Мещегар, Покров) çĕр айĕнчи упранăвĕсем. Торф шурлăхĕсен (Мещегар, Ак-Шишми, Лагеров тата ыттисем те) пĕтĕм çĕр лаптăкĕ 600 га.
[тӳрлет] Климат
Районта вăтам-сулхăн çанталăк, нӳрĕклĕ. Хура çĕрсем, кăштах тăварлă, хура-тĕксĕм тата хура çĕр евĕрлĕ вăрман начарланнă тăпрасем. Вăрмансен лаптăкĕ — 63,9 пинĕ га (31,6 % районăн çĕрĕсем). Йăвăçлăх пĕтĕм пурлăхĕ — 9 млн. м³ яхăн (çав шутра хурăнсем — 4,5, осины — 1,8, хыр — 1,1, çăка — 0,8 млн. м³). Ялхуçалăх ĕçĕсен шутĕнче 107,9 пинĕ га çĕр, вăл шутра сухаласа хуни — 66,9 пинĕ, улăх-çырансем — 26,6 пинĕ, утă çулмалли — 14,3 пинĕ га.
[тӳрлет] Çутĕç, культура
Районта 49 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 18 вăтам шкулсем; кĕвĕ шкулĕ, Малоязри професси училищи, 25 вулавăш, 48 культура керменĕ, районăн тĕп тата 4 ял пульницисем, курорт Янгантау. Вырăсла «На земле Салавата», пушкăртла «Юрюзань» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.
[тӳрлет] Ялĕсем, поселексем
Хула евĕрлĕ поселоксем:
- Мурсалимкино (2,4 пин çын)
- Первомайский (0,5 пин çын).
Пысăк саласем:
- Малояз (3,8 пин çын)
- Аркаулово (1,3 пин çын)
- Лаклы (1,2 пин çын).