Пушкăрт Республикин Туймаçи районĕ
Википедири материал
Туймаçи районĕ — Пушкăрт Республикин анăç енчи районĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Географи
Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ĕпхӳрен 170 çухрăмра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ — 2364 тв.çм. Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.
[тӳрлет] Климат, хуçалăх ĕçĕсем
Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ 62,5 пинĕ га (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — 135,9 пинĕ га, çав шутра сухаламалли — 96,6 пинĕ га, утă çулмалли — 6,9 пинĕ га, улăх-çарансем — 32,2 пинĕ га. Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Ялсенче 30,3 пинĕ çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм2. Тутарсем, пушкăртсем, вырăссем чылай.
[тӳрлет] Ялсем-посёлоксем
Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.
[тӳрлет] Транспорт
Район çĕрĕсем урлă Чĕмпĕр - Чышма чукун, Самара - Ĕпхӳ - Челябинск автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
[тӳрлет] Çутĕç, культура
Районра 48 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 22 вăтам шкул; 35 вулавăш, 54 культура керменĕ, ялти пульница пур. Вырăсла «Туймазинский вестник», тутарла — «Туймазы хэбэрлэре» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.