Рона (юханшыв)
Википедири материал
Рона (фр. Rhône), — Франципе Швейцари тăрăх юхакан юханшыв. Тăршшĕ 812 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 98 км2. Вăтамран 1 780 м3/ç шыв юхать.
Çăлкуçĕ Лепонт Альпĕнчи Рона парлăхĕнче вырнаçнă. Вăтаçĕр тинĕсĕн Лион заливне юхса тухать.
[тӳрлет] Юпписем
Рона юханшывăн пысăк юпписем: Эн, Сона тата Ардеш (сылтăм юпписем), Изер тата Дюранс (сулахай юпписем). Юханшыв бассейнĕн виççĕ тăваттăмĕш пайĕ ытла тăвăллă вырăнсене килет.
[тӳрлет] Хуласем
Швейцарири çак хуласем Рона çинче вырнаçнă: Бриг, Сьюн, Женева. Çавăн пекех Францири Лион, Валанс, Монтелимар, Авиньон тата Арль хулисем Рона юханшывĕ çинче лараççĕ.