Сăвар
Википедири материал
- «Сувар» хаçат çинчен вуласшăнччĕ-и? Акă кунта вулăр: Сувар (хаçат)
Сăвар, — Атăлçи Пăлхарăн хули. IX ĕмĕрте никĕсленнĕ. Пĕрремĕш хут X ĕмĕрти çырăвсенче тĕл пулать. Сăвар Тутарстанри Кузнечиха ялĕ патĕнче вырнаçнă. Сăвар хулин йывăç хӳтлĕх пулнă. Çĕре чакалтаса иртернĕ ĕçсем кăтартнă тăрăх хулара йывăç пӳртсем анчах мар, чулран тунисем те пулнине палăртнă. X ĕмĕрте кунта укçа та пичетленĕ.