Треньел
Википедири материал
Треньел (Тĕрĕньел), — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă. Ялта 504 çын пурăнать. Патăрьелтен 9 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă.
Ялта шкул, ял клубĕ, фельдшер пункчĕ пур.
[тӳрлет] Истори
Ку яла никĕслекенĕ Тĕрĕн ятлă пулнă, вал Кивĕ Катек çынни пулнă. 1722-1727 çулхи перепись вăхăтĕнче ку яла вырăсла Новое Котяково ят панă. Вырăсла ăна Çĕнĕ Катек ят парса чиновниксем налук пухнă чухне йăнăш тăвас мар шухăшпа панă ĕнтĕ.
Чĕмпĕр кĕпернийĕ Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 37 кил пулнине çирĕплетсе калама пулать. Вĕсенче 89 арçын тата 96 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулта вара ялта 89 кил пулнине палăртнă. Вăл вăхăтра ялта 274 арçынпа 239 хĕрарăм пурăннă. 61 килте çырма-шытлама пĕлнĕ.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Паймина Елизавета Леонтьевна, литературовед.