Туполев Андрей Николаевич
Википедири материал
Андрей Николаевич Туполев (10 ноября 1888 — раштав, 23 1972) — cовет авиаконструктăрĕ, академик АН СССР, генерал-полковник-инженер (1968), виçĕ хут Социаллă Ĕç Паттăрĕ (1945, 1957, 1972), РСФСР Ĕç Паттăрĕ (1926). Туполев ертсе пынипе çĕр ытла самолёт шутласа хатĕрленĕ ,вĕсенчен 70 серилле туса кăларнă. Унăн самолёчĕсем çинче 78 тĕнче рекорчĕсене тытнă, 30 ытла чаплă вĕçеве пурнăçланă. Туполев паллă авиаконструктăрсемпе ăслăхçăсене вĕрентсе ӳстернĕ, вĕсем кайран самолёт тăвакан ОКБ ертсе пынă. Ĕсем хушшинче В. М. Петляков, П. О. Сухой, В. М. Мясищев, А. И. Путилов, В. А. Чижевский, А. А. Архангельский, М. Л. Миль, А. П. Голубков, И. Ф. Незваль, A. A. Туполев. Вăрçă вăхăтĕнче ăна аресленĕ, вара унăн хупăнчăк КБ НКВД - (ЦКБ-29) ĕçленĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1908 çулта Император техника училищине (каярахпа МВТУ) вĕренме кĕрет, 1918 çулта çӳллĕ паллăсемпе вĕренсе тухать. 1909 çултанпа сывлăш-вĕçев кĕтесĕнче пĕлӳ пухса тăрăшать. Планер тунă çĕре яшлăхра хутшăнса 1910 çулта пĕрремĕш вĕçеве ирттернĕ. 1916-18 çулсенче Туполев Раççейри пĕрремĕш авиаци шутлав бюро хатĕрлес ĕçе тăвать; Училищĕре пĕрремĕш аэродинамикă трубисене хатĕрленĕ. Н. Е. Жуковскипе пĕрле ЦАГИ йĕркелесе хунă, ертсе пынă. 1918-36 çулсенче — коллеги юлташĕ тата институт пуçлахĕн çумĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Королёв Сергей Павлович — авиаконструктăр, совет космонавтикин никĕсне хураканĕ.