Тури Татмăш
Википедири материал
Тури Татмăш, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ялта 125 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Пушкин тата Лермонтов урамĕсем.
[тӳрлет] Истори
1917 çулчен Етĕрне уесĕн Асакасси вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.