Хальхи вăхăт
Википедири материал
Хальхи вăхăт, — ĕç каланă вăхăтра пулнине кăтартакан вăхăт. Хальхи вăхăт форми глагол тĕпĕ çумне -ат (-ет) аффикс хушăннипе пулать, ăна хальхи вăхăт аффиксĕ. теççĕ.
Уçă сасăсемпе пĕтекен глаголсем çумне -ат (-ет) аффикс хушăннă чухне морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем (пĕр уçă сасă тухса ӳкни, хупă сасă кĕрсе ларни) пулса иртеççĕ:
- вула+ат+ăп > вулатăп;
- çи+ет+ĕп > çиетĕп (çийэтĕп)
- çу+ат+ăп > çă+в+ат+ăп > çăватăп.
Хальхи вăхăтăн хирĕçлев аспекчĕ -мас (-мес) аффикспа пулать: вуламастăп, пĕлместĕп. Р сасăпа пĕтекен вунă глагол (пар, пер, тăр, тата ыттисем) тĕпĕнчи Р сасă хирĕçлев аспектĕнче тухса ӳкет: пар— памастăп, йĕр— йĕместĕп, пер— пеместĕп.
Хальхи вăхăт формин пĕлтерĕшĕсем:
- каланă чух пулакан ĕçе (Питĕ тĕрĕс калать Михаç, — ырларĕ мана Гриша);
- хăй майĕпе ялан пулса пыракан ĕçе (Ача-пăча пӳрт тултарать. Атăл Каспи тинĕсне юхса кĕрет);
- каланă хыççăн пулакан ĕçе, ун чухне вăл пулас вăхăт форми пелтерĕшлĕ (Ыран эпир экскурсие каятпăр).
Хальхи вăхăт форми пур глагол тĕпĕсенчен те пулать.