Иртнĕ вăхăт
Википедири материал
Иртнĕ вăхăт, — каличчен пулса иртнĕ ĕçе пĕлтерекен глагол форми (вуларăм, ĕçлерĕ, тăрăшрĕç).
Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăт формисем виççĕ:
- пĕрре иртнĕ вăхăт. Аффиксĕсем -р (-т, -ч): çыртăм, вуларăм, пĕлчĕ, çырмарăм, вуламарĕ. Ку вăхăт ĕç пĕр хут пулса иртнине, ĕç вĕçленнине, нумай вăхăта тăсăлнине, тахçан пулса иртнине пĕлтерет.
- темиçе иртнĕ вăхăт. Аффиксĕсем -атт (-етт), -атч (-етч), -т (-тч): вĕренеттĕм, çыраттăм, вулатчĕ, пĕлместчĕ, çырмастчĕ. Ку вăхăт форминчи глаголсем ĕç темиçе хут пулса иртнине, тахçан пулса иртнĕ ĕç вăхăт тĕлĕшĕнчен вăрăма тăсăлнине пĕлтереççĕ.
- малтан иртнĕ вăхăт. Аффиксĕсем -сатт (-сетт), -сачч (-сечч): кайсаттăм, вуласаттăм, ĕçлесеччĕ, илсеччĕç, вĕренсеттĕмĕр. Ку вăхăт тепĕр ĕçрен маларах пулнă ĕçе пĕлтерет. Малтан иртнĕ вăхăт форми кулленхи калаçура питĕ сайра тĕл пулать.
Ку формăсен пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ кашнин тĕрлĕрен. Усă курас тĕлĕшпе те вĕсем пĕр пек мар.