Хуракасси (Сĕнтĕрвăрри районĕ)
Википедири материал
Хуракасси, — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял. 1927 çулчен Аслă Хуракасси ятлă пулнă.
Ял витĕр Чулкаç юханшыв юхса тухать.
[тӳрлет] Истори
1927 çулччен Шупашкар уесĕн Кĕчкей вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн ял Сĕнтĕрвăрри районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ хыççăн Октябрьски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Çĕрпӳ районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет.
1961 çулхи чӳк уйăхăн 5-мĕшĕнче шкулта вăйлă пушар тухнă. Вăл пушарта 106 ачапа тăватă вĕрентекенĕн пурнăçĕ шелсĕр татăлнă.