Хурасан
Википедири материал
Хурасан (фарси خراسان — Xorâsân — хĕвел сăмах пулать) — историллĕ облаç, Тухăç Иранра вырнаçнă. «Хурасан» ячĕпе Сасанидсем тапхăрĕнчĕнех палăрса тăрать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Административлă пайланăвĕ
Хурасан малтан Иранăн чи пысăк провинцийĕ шутланнă, кайран ăна виçĕ провинци çине авăн, 29 2004 пайланă. Вĕсен саккунлăхне парламент (2004, çу, 18) тата Опекунсен Канашĕ (29 мая 2004):
- Çурçĕр Хурасан, тĕпĕ: Боджнурд, ытти çĕрĕсем (округĕсем): Ширван, Джаджарм, Мейнхпа Самлаган, Эсфарэйен.
- Кăнтăр Хурасан, тĕпĕ: Бирдженд, ытти çĕрĕсем (округĕсем): Сараян, Нахбандан, Сарбишех
- Хорасан Резави, тĕпĕ: Мешхед, ытти округĕсем: Гоучан, Даргаз, Ченаран, Сарахс, Фариман, Торбате-Джам, Тэйбад, Фердоус, Гэйен, Хаф и Раштхар, Кашмар, Бардаскан, Нишапур, Сабзевар, Гонабад, Калат, Бошруех тата Халиль Абад.
[тӳрлет] Хурасан историйĕ
Авал Мăн Хурасан хальхи Иранри, Афганистанри, Туркменири çĕрсене пĕрлештернĕ. Персин историллĕ хулисем Мăн Хурасанра вырнаçнă: Нишапур (халĕ Иранра), Мервпа Санджан (халĕ Туркменире), Герат (халĕ Афганистанра). Хăйĕн пуян историнче Хурасан нумай империсенчен (грексен, арапсен, сельджуксен, сефевидсен, афгансен тата ыттисенчен те) терт тӳснĕ : XIV-XV ĕмĕрсенче Хурасан тĕпчевпе ӳнерлĕх тĕпĕ пулнă. Кунта (ытларах Гератра) Лутфи, Джами, Алишер Навои, Фегани Баба, султан Хусейн Байкара (Хусайни ятпа çырнă) сăвăçсем, Бехзад ӳнерçĕ пурăннă.
[тӳрлет] Этнос ушкăнĕсем
Хорасан тĕп этнос ушкăнĕ — персисем, анчах та, хăйĕн кăсăклă историне пула, кунта тĕрлĕрен халăх çыннисем: çурçĕр-анăçра — туркменсем, хурасан тĕрĕкĕсем; Боджнурдпа Качан таврашĕнче курдсем; тухăçра — теймурисемпе джемшидсем (чехер-аймаксен пĕрлĕхне кĕреççĕ]]), хăшĕсем халиччен те куçса çӳреççĕ (илятсем); кăнтăр-анăçра - хеидариссем; кăнтăр-тухăçра - белуджисем. Пысăк афган ушкăнĕ, юлашки çулсенче юнашар Афганистантан тарса килекенсенчен пуçтарăнать. Çавăн пекех монголсем, хурасан арапĕсем, чикансем тата еврейсем тĕл пулаççĕ.
Хурасан чĕлхисем: хурасан-тĕрĕк чĕлхи, перси чĕлхи тата курд чĕлхи.
[тӳрлет] Курмаллисем
Хурасан пĕтĕм тĕнчипе шафранпа зерешок пылакĕсемпе палăрнă, çак çимĕçсене кăнтăрти хулисенче хатĕрлеççĕ. Пĕр çулта — 170 тоннă ытла пĕçереççĕ. Хурасан çапла тата чаплă ковёрсемпе те, Фирдоусипе Имам Реза пытарнă тупăкĕсемпе паллă.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Тури Хурасан, Анатри Хурасан — Чăваш Енри Элĕк районĕн ялĕсем.