Чăваш Ен гимнĕ
Википедири материал
Чăваш Ен гимнěн кěввине Г.Лебедев, сăввине И.Тукташ çырнă.
Çÿрхи тěнче вăраннă чух: Хаваслă кун шăраннă чух, Чун савăнать: чěре сикет, Çěршывăм çинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тăван çěршыв, Тăван çěршыв, Асран кайми Юратнă çěршыв. Тăван çěршыв, Тăван çěршыв, Мухтав сана, Çуралнă çěршыв!
Яшсем-хирсем вылянă чух, Атте-анне ăс панă чух, Чун савăнать: чěре сикет, Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли:
Тăвансемпе пěрлешнě чух, Чăваш тěнчи çěкленнě чух, Чун савăнать: чěре сикет, Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли:
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Чăваш Ен ялавě
- Чăваш Ен гербě