Чемей пăлхавĕ
Википедири материал
Чемей пăлхавĕ, — Чемей тата юнашар вырнаçнă ялсенчи çынсен хĕç-пăшаллă пăлхавĕ. Пăлхава Чемей, Елшик, Тăмкасси, Çĕмĕртлĕх Чемей, Варпуç ялĕнчи çынсем хутшăннă. Пăлхава Морев Иван Михайлович ертсе пынă. Пăлхав 1907 çулхи нарăсăн 11-пе 23-мĕш иртнĕ.
Пăлхава пурĕ 500 çын ытла хутшăннă. Пăлхава патша влаçĕ хĕрхенӳсĕр пĕтернĕ, Морев Иван Михайловича, тата 18 çынна тытса кайнă.
Пăлхав сăлтавĕ патшалăх ирĕксĕр куланай тӳллетернинчен пулса кайнă. Çынсен вара 1906 çул тухăçсăр пулнă пирки куланай тӳллеймен.