Чӳк вырăнĕ
Википедири материал
Чӳк вырăнĕ, — чӳк иртермелли вырăн. Чăвашсене Христос тĕнне йышăнтариччен ял тытăмĕнче, кил çумĕнче чӳк вырăнĕ пулнă. Çав тĕлте лăпăска туратлă йывăç ларнă. Çакăнта яла хӳтĕлекен турра, яла пуçласа яракан ватăсене, ăратра пурăннă несĕлсене асăннă. Çулталăк хушшинчи асăнмалли ырă-усала чӳкленĕ. Çĕнĕ вилĕсене асăннă. Çывăхри çырмана, вырăна вĕсен япалисене пăрахнă.