Шлямин Борис Александрович
Википедири материал
Шлямин Борис Александрович, — çыравçă, географи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ. 1909 çулта Пăрачкавра çуралнă. 1973 çулта Мускавра вилнĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Мускав патшалăх университечĕн географи факультетĕнче вĕреннĕ. Унтах аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ, тухтăра тухнă. Çурçĕр Пăрлă океантан пуçласа Антарктида таран тĕпчевсене çӳренĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:
- «Плавание в Антарктиду» (Антарктидăна ишни);
- «Каспийское море волнуется» (Каспи тинĕсе хумханать);
- «Берингов пролив негостеприимен» (Беринг тинĕс пырĕ хăнасене кĕтмест);
- тата ыттисем.