Шукăль
Википедири материал
Шукăль — пăлхар-чăвашсен авалхи хули. Вăл Атăлан сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ сăртсем çинче капланса ларнă пулнă. Çав Шукăль тăвĕсем хулана ташманран сыхланă. Халĕ вĕсене Жигули тăвĕсем теççĕ. 800 çул каялла питĕ çӳллĕ, чуллă та хысаклă пулнă.
[тӳрлет] Истори
1236 çулта Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хулине — Пӳлере — тутар-монголсем çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч Шукăльре çирĕпленсе лараççĕ. Вĕсем пĕр çулталăка яхăн тăшманпа кĕрешеççĕ. 1237 çул вĕçĕнче урса кайнă тăшмансем Шукăль хулине çунтарса яраççĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Джувейни (перси историкĕ), "Тарих-и Джахангушай" (Тĕнчене çĕнсе илни).
- Тизенгаузен В.Г., «Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды», 1941.
- Рашид-Эд-дин, «Сборник летописей», 1960.
- Фатых Урманчеев, «Героический эпос татарского народа».
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.