Шупашкар шывуправĕ
Википедири материал
Шупашкар шывуправĕ — Атăл çинче, Мари Эл, Чăваш Ен тата Чулхула облаçĕн çĕрĕсенче вырнаçнă.
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Атăла Шупашкар патĕнче пӳлсе тунă. 1980—1982 çулсенче шыв тултарнă. Шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ 2190 çм², тăршшĕ 341 çухрăм, чи анлă вырăнĕ 16 çм, тарăнăшĕ 35 м çити.
Пысăк кӳлмекĕсем Керженец, Сăр, Ветлуга юханшывсен улăхĕсенче сарăлса выртаççĕ. Шупашкар шывуправĕ хĕрринчи хуласем — Чулхула, Козьмодемьянск, Шупашкар. шывуправ çийĕн теплоходсем çулçӳревçĕсене Мускав — Аçтăрхан, Мускав — Ростов-Дон-çинчи, Мускав — Пермь тата ытти маршрутсемпе ярăнтарса çӳреççĕ.
Шыв айне вырăс сали Коротни юлнă.