Эмине Йылмаз
Википедири материал
Эмине Йылмаз Джейлан (турккăла: Emine Yılmaz Ceylan), — чĕлхе тĕпчевçи, тюрколог, Хаджетеппе Университетĕнчи вĕрентекенĕ, чăваш чĕлхи ăсчахĕ. Константин Иванов çырнă Нарспи поэмине куçараканĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1962 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Трабзон хулинче çуралнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Хаджетеппе Университетĕнче доцент пулса ĕçлет. Уйгур, туркмен, чăваш тата ытти тĕрĕк чĕлхисене тĕпчет.14 кĕнеке çырнă. 35 тĕпчекен статья, 10 энциклопеди валли пайсем çырнă.
[тӳрлет] Нарспие куçарни
2007 çулта Турцире, Турккă чĕлхи коммисийĕ (Türk Dil Kurumu) К. Иванов çырнă Эмине Йылмаз куçарнă «Нарспи» поэмине турккăпа чăваш чĕлхипе пичетлесе кăларнă. Кĕнекере турккăлла çырнипе пĕрле чăваш оригиналне икĕ орфографипе, кириллицăпа тата латиницăпа вырнаçтарнă.
[тӳрлет] Каçăсем
- Эмине Йылмаз çыхăнмалли координачĕсем тата ун ĕçĕсен списокĕ
- Турецкий ученый исследует чувашский язык Республика хаçатĕнче пичетленĕ Борис Чиндыковăн статья.