Ярхуньушкăнь
Википедири материал
Ярхуньушкăнь, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ялта 168 çын (2006) пурăнать. Тĕп, Юханшыв, Симĕс ятлă урамсем пур.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Этимологи
"Ярхун" сăмахĕ авалхи сăкăтсен çын ячĕ пулать.
[тӳрлет] Паллă çынсем
- Данилова Людмила Венедиктовна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Максимов (Шорников) Илья Михайлович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Смолина Людмина Валериановна, чăваш сăвăçи.