Баранова Сарра Леонтьевна
Wikipediaри материал
Баранова Сарра Леонтьевна, — сăвăç, прозаик, тăлмач. 1930 çулхи чӳк уйăхĕн 1 Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Мăнъял Хапăс ялĕнче çуралнă.
1992 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. 1992 çулта Эмине ячĕллĕ Пĕтĕм Чăваш наци премиĕн лауриачĕ пулнă. 1995 çулта чăваш халăх культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
Чăваш литературинчи витĕмлĕ ĕçĕсемшĕн «Капкăн» журналăн тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн хисеп грамотисене, тата çавăн пекех тăватă медале тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1947 çулта Хапăс ялĕнчи çичĕ çул вĕрентекен шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Вăрнарти зооветтехникума, Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Института вĕренсе пĕтермен.
Ишлей районĕнче зоотехник пулса, Чăваш кĕнеке издательствинче корректор пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах КПССăн Чăваш горком çумĕнчи культура университечĕнче вĕреннĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Литературăри пĕрремĕш утăмĕсене 1949 çулта тунă. Ун хыççăн унăн калавĕсемпе хайлавĕсем, тата сăввисемпе новеллисем кулленекх Чăваш Ен хаçачĕсемпе журналĕсенче пичĕтленеççĕ.
Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:
- «Шухăшлама вăхăт пур» (калавсен пуххи, 1981);
- «Вĕренĕн те вĕçĕ пур» (калавсен пуххи, 1985);
- «Йăлăну саманчĕ» (сăвăсем, 1992);
- «Сар автан» (сăвăллă юмах, 1995);
- «Çӳл тӳпере çич çăлтăр» (сăвăсен пуххи, 1996);
- «Телей валеçетĕп» (кулăшла калавсем, 1997);
- «Çутă ĕмĕт» (вырăсла, Светлая мечта, 1998).
Чăваш чĕлхи çине куçарнă кĕнекесем:
Унăн сăввисем çине 40 ытла юрă хывнă.