Капкăн (журнал)
Wikipediaри материал
Капкăн, — «Хыпар» издательство çурчĕ кăларакан периодикăлла тухса тăракан журнал.
[тӳрлет] Истори
1925 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен сатирăпа юмор журналĕн — «Капкăнăн» 1-мĕш номерĕ кун çути курнă. «Капкăн» – «Канаш» хаçат çумĕнче тухса тăма тытăннă. Ăна çав вăхăтра Мускава вĕренме тухса кайиччен Н. Золотов алă пусса кăларнă. Ун хыççăн асăннă журнала А. Золотов, Г. Алентей, И. Павлов-Пинер, Р. Малютин тата ыттисем йĕркелесе пынă.
Редакторсем тăтăшах улшăннă. Анчах та журналăн яваплă секретарĕ Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) 1925-1940 çулсенче «Капкăн» тилхепине хăй аллинчен пĕр самантлăха та вĕçертмен.
Нимери пекех тар тăкнă журнал авторĕсем: Н. Евдокимов, М. Калай, В. Туртуш, А. Этмен... Вĕсем ял-хулара тĕл пулакан çитменлĕхсене вĕри çатма çинче ташласа сикекен пăрçа пекех сăнласа панă. Тăван çĕршыва ӳсĕм çулĕпе утма, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшассишĕн кĕрешнĕ.
Вăрçă хыççăн «Капкăн» журнала çĕнĕрен кăларма 1956 çулта тин мехел çитереççĕ. Кулăш ăстисем тинех ирĕклĕн сывласа яраççĕ. Л. Агаков, С. Шавли, А. Кăлкан, Т. Иванов-Таçук, В. Енĕш, А. Галкин, П. Ялкир, С. Абаш, Н. Никитин, Н. Волков тата ыттисем те çĕнелнĕ «Капкăнăн» çывăх тусĕсем пулса тăраççĕ.
1966 çулта журнал хăйĕн «Капкăн» библиотекине кăларса тăма тытăннă. Унта паллă «Капкăнçăсен» паха произведенийĕсене пичетлеме пуçланă. Л. Агаков, С. Шавли, А. Кăлкан, В. Енĕш, Т. Иванов-Таçук, А. Галкин, Н. Волков, С. Абаш, Г. Луч, Л. Маяксем, Г. Мальцев тата ыттисен кĕнекисем те кулăша юратакансен библиотекисене самай пуянлатнă.
В.Яковлев-Тоймак журналист «Капкăн» журнала 1961-1972 çулсенче редакцилесе кăларса тăнă.
Ун хыççăн «Капкăн» журнал редакторĕнче Г. Лучпа Н. Максимов, Н. Иванов, Ю. Михайлов, Э. Патмар ĕçленĕ. Халĕ редактор ĕçĕсене Н. Краснов туса пырать.
[тӳрлет] Тиражĕ
1925 çулта журнал тиражĕ 6750 экземпляр пулнă, 1956 çулта – 13 000, 1965 çулта – 43 000, 1975 çулта 98 500 экземпляра çитнĕ. В.Яковлев-Тоймак журнала редакцилесе кăларса тăнă вăхăтра унăн тиражĕ 100 000 пин патнелле капашнă.