Малов Аркадий Васильевич
Wikipediaри материал
Малов Аркадий Васильевич, — чăваш сăвăçи, тăлмач. 1928 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. 1995 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Çĕмĕрле районĕнчи Хутар вăтам шкулĕнче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă.
Кенеке издательствин редакторĕ, «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, «Тăван Атăл» тĕп редакторĕ, Литфонд уполномоченнăйĕ тата «Тăван Атăл» журналăн критикăпа публицистика пайĕн редакторĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăввисем хаçат-журналта кун çути курнă.
Куçарусем:
- С. Антонов «Юманай такмакĕсем»;
- С. Шляху «Ваня юлташ»;
- М. Шолохов «Лăпкă Дон»;
- Э. Казакевич «Кăвак тетрадь».
Л. Толстойăн «Вăрçăпа мирне» куçарса пĕтереймен.