Тури Панкли
Wikipediaри материал
Тури Панкли, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи ял. Ял ячĕ Панкли авалхи чăваш ятĕнчен пулса кайнă.
Районăн кăнтăр енче вырнаçнă. Шупашкартан 57 çухрăмра, Муркашран 17 çухрăмра ларать.
2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 110 кил пулнă, 285 çын пурăннă. Ятла лавкка пур, газ тата шыв кĕртнĕ. Асфальтлă çул сарнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен, уессене пĕтериччен, Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Элĕк районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн каллех Элĕк районне, кайран, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхěн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.
1859 çулхи справочникре ку ялта 49 кил тесе палăртнă. 1924 çулта ялта 69 кил пулнă, пурĕ 340 çын пурăннă.