Ухсай Мария Дмитриевна
Wikipediaри материал
Ухсай Мария Дмитриевна (чăн хушамачĕ Мухина), — чăваш çыравçи, драматургĕ. 1908 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. 1969 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ.
Литература çитĕнсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе хисепленĕ (1960), Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне панă (1968). М.Ухсай 1949 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Шупашкарти педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Канашри тата Чĕмпĕр педагогика техникумсенче ĕçленĕ. 1940 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Чăвашобллитра, Главреперткомра вăй хунă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Çыравçăн малтанхи калавсем «Хăйă çути» (1947)", «Типĕ çыран хĕрринче» (1948).
Паллăрах кĕнекисем: «Калавсем» (1948), «Кăра çилсем» (3 кĕнекеллĕ роман, 1956, 1957, 1962), «Драмăсем» (1961), «Комедисем» (1965),