Юрьев Элли Михайлович
Wikipediaри материал
Юрьев Элли Михайлович, — чăваш художникĕ, Чăваш Енĕн ялавĕпе гербăн тата Шупашкар гербăн авторĕ. Юрьев Михаил Иванович ачи. Шупашкарăн (1996) тата Пăрачкавăн (1992) чаплă гражданинĕ. Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премиĕн (1990) лауриачĕ. 1997 çултан Пĕтĕм Раççĕйри геральдика общестин чаплă членĕ. 1967 çултан СССРăн художниксен союзĕн членĕ. 1976 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ художник ятне панă, 1993 çулта - Чăваш халăх художник ятне.
1936 çулхи пуш уйăхĕн 25 Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. 2001 çулта кăрлачăн 17 Шупашкарта вилнĕ. 1964 çулта Трилисин патшалăх ӳнер академине вĕренсе пĕтернĕ.
1964 çултанпа тĕрлĕ çулсенче 10 çул хушши Чăваш кĕнеке издательствинче художникпа аслă художник вырăнĕнче ĕçленĕ. 1965-1967 çулсенче Шупашкарти ӳнер улилищинче преподаватель пулса ĕçлене. 1973-1977 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетĕнче ĕçленĕ. 1995 çултанпа çав институтрах доцент пулса ĕçленĕ. 1969-1976 çулсенче Шупашкарăн тĕп художникĕ пулнă. 1977-1980 çулсенче ЧТПК ЧФ РСФСР художникĕ, 1980-1982 çулсенче Чăваш телевидениĕн художник-постановщикĕ. 1997-2000 çулсенче Чăваш патшалах универстечĕн доценчĕ пулнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ĕçĕсем
[тӳрлет] Плакатсем
[тӳрлет] Графикăпа живопись сериĕсем
- «Строительство Чебоксарской ГЭС» (1968-1971)
- «Болгария» (1973)
- «Моя деревня Сирикли» (1976)
- «Вьетнам» (1981)
- «Валаам» (1991)
- тата ыттисем
[тӳрлет] Кĕнекесем ĕрешлени
- «Слово о полку Игореве» (1963)
- Я. Ухсайăн «Раб дьявола» (1967)
- «Поэты Франции» (1968)
- К. В. Ивановăн «Нарспи» (1985)
- «К. В. Иванов. Сочинения» (1990)
- И. Я. Яковлевăн «Завещание чувашскому народу» (1992)
- «Ф.Павлов. Сочинения» (1992)
- культура ĕçченĕсен юбилейĕ валли кăларнă кĕнекесене (1990-мĕш çулсенче)