Атлантика океанĕ
Википедири материал
Атлантика океанĕ, — лаптăкĕпе иккĕмĕш вырăнта тăракан океан. Тинĕсĕсемпе пĕрле лаптăкĕ 91,6 млн км2 танлашать. Объемĕ 329,7 млн. км3 патнелле, вăтамран тарăнăшĕ — 3600 м, чи тарăн выран — 8742 м (Пуэрто-Рико жёлобĕ)
[тӳрлет] Тинĕссем
- Балтика тинĕсĕ;
- Çурçĕр тинĕсĕ;
- Вăтаçĕр тинĕсĕ
- Хура тинĕс
- Саргассово тинĕсĕ
- Кариб тинĕсĕ
- тата ыттисем.
Пысăк заливсем: Бискай заливĕ, Гвинея заливĕ, Мексика заливĕ.
[тӳрлет] Утравĕсем
Тĕп утравĕсем: Британи утравĕсем, Исланди, Ньюфаундленд, Мăн тата Пĕчĕк Антиль утравĕсем, Канар утравĕсем, Симĕс мыс утравĕсем, Фолкленд (Мальвинас) утравĕсем.
[тӳрлет] Юхăмсем
Çурçĕр енчи юхăмсем Çурçĕр Парлă океанăн юхăмĕсемпе тăчă çыхăннă. Океанăн варринче шыв ăшăннă хыççăн Гольфстрим юхăмĕпе çурçĕрелле юхса каять. Çурçĕрелле çитсен сивĕнет те Çурçĕр Пăрлă океанăн шывĕсемпе пĕрлешет.
Юхăмсем:
- Гольфстрим
- Канар юхăмĕ
- Лабрадор юхăмĕ
- Пассат юхăмĕ
Океансем |
---|
Атлантика | Инди | Çурçĕр Пăрлă | Лăпкă | Кăнтăр |