Юн
Википедири материал
Юн — çын ӳт-пĕвĕ витĕр чĕре таппи пусăмне пула юхакан шĕвĕк.
[тӳрлет] Юн функцийĕсем
Ӳпкерен илнĕ йӳçлĕке юн пĕтĕм органисăма çитерсе парать, йӳçнĕ кăмрăк газне ӳпкерен пуçтарса каять. Çавăн пекех клеткăсене вăй кӳрекен сĕткенсене илсе килет. Иммун тата гормон системи шутне кĕрет.
[тӳрлет] Юн пайланăвĕ
Юн клеткисем хушшинче эритроцитсем, шурă ӳт-пӳ пайĕсем, тромбоцитсем пулаççĕ. Клеткăсăр юна плазма теççĕ. Юн плазминче шыв, тăварсем тата протеинсем чылай.